Благовещенскра ҫӗнӗ арт-объектсем пулӗҫ — 30 сентября 2026 г. в 06:30:05.851
Благовещенскра ҫӗнӗ арт-объектсем пулӗҫ Кӑҫал Благовещенск хули "Туризма аталантарасси" патшалӑх программин конкурсĕнче çĕнтернĕ. Ҫакӑ хулари истори центрне хăтлăх кÿртме, ҫӗнӗ объектсем лартма май панӑ. Проектӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ – хулан историллĕ пайӗн тӗп паллӑ вырӑнӗсенчен пӗрне - учительсен ӗлӗкхи семинарийӗн ҫуртне - тултан çутăпа тивĕçтересси. Çурт фасадĕнче семинарие пуçарса янă Дмитрий Дашков меценат сӑнарӗ, нота станĕн, театр маскисен, мольбертсемпе киҫтӗксен, компаспа телескоп ӳкерчĕкĕсем пур. Композицие хула символӗ - шурӑ кӑвакарчӑнсем вӗҫлеҫҫӗ. — Благовещенск хулишĕн ку ҫӗнӗ юхăм, ҫавӑнпа та паллă ҫурта çутăпа илемлетес кӑна мар, унӑн историйĕпе паллаштарас, Совет урамӗн сӑн-сӑпатне пуянлатас килчӗ, - палӑртнă Благовещенск район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анна Карабанова. - Ку проектӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ, малалла та кунта ҫӗнӗ элементсем пулӗҫ. Проектӑн тепӗр тапхӑрӗсенче Совет урамӗнче кӗмелли арка, арт-объектсем, Дмитрий Дашковпа фотозона, ҫавӑн пекех хула символикиллӗ пӗчӗк архитектура формисене тата туризм навигацийӗн стенчӗсене вырнаҫтарма палӑртаççĕ.