Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме Пушкăртстан валли 35,3 млрд тенкĕ уйăрнă — 30 сентября 2026 г. в 07:30:05.574
Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме Пушкăртстан валли 35,3 млрд тенкĕ уйăрнă Пирĕн республика валли 2026 çулта наци проекчĕсене пурнăçлама 35,3 млрд тенкĕ нухрат уйăрма палăртнă. Çакăн пирки правительствăн канашлăвĕнче ПР премьер-министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Шельдяев пĕлтернĕ. Çак укçан 11,1 млрд тенкине наци проекчĕсем валли вырăнти бюджетсенчен уйăрĕç, федераллă хыснаран – 9,5 млрд тенкĕ. Регионта тăватă наци проекчĕ пурнăçа кĕрет: «Çамрăксем тата ачасем», «Пурнăç валли инфраструктура», «Çемье» тата «Туризм тата тараватлăх». - Аса илтеретпĕр. Çакă вăл çĕнĕ шкулсемпе поликлиникăсем, çулсем, пурăнмалли çурт-йĕр, тирпей-илем, çемьесемпе ачасем валли хăтлă пурăнмалли çĕнĕ майсем. Маларах палăртнин ытларах пайне хута янă. Хăш-пĕр объектсене каярах туса пĕтерĕпĕр. Ку вăл пурнăçри чăнлăхпа тÿр килекен ĕç процесĕ, çулталăк вĕçлениччен планпа палăртнине пурнăçа кĕртĕпĕр. Сăмах кунта Агидель хулинчи тата Çÿлти Киги салинчи икĕ ача сачĕ пирки пырать. Вĕсем 90 % хатĕр ĕнтĕ, - тенĕ правительство пуçлăхĕ. Александр Шельдяев хăйĕн социаллă сечĕсенче çулталăк вĕçлениччен республикăра палăртнă объектсенче юсав ĕçĕсене вĕçлемеллине, 103 обществăлла территорие тирпей-илем кĕртмеллине, икĕ библиотекăна çĕнетмеллине тата 314 çынна авариллĕ çуртран куçармаллине палăртнă. Çавăн пекех 11 муниципалитетри 810 çын валли çĕнĕ пурăнмалли вырăнсем туянĕç.