Пушкин карттин лимитне 7 пин тенкĕ таран ÿстерме палăртаççĕ — 8 июля 2026 г. в 07:00:04.945
Пушкин карттин лимитне 7 пин тенкĕ таран ÿстерме палăртаççĕ Раççей Культура министерстви «Пушкин картти» программăн карта лимитне çулталăкне çичĕ пин тенкĕ таран ÿстерме сĕннĕ. Хальхи вăхăтра вăл пилĕк пин тенкĕпе танлашать. Тивĕçлĕ документа нормативлă актсен проекчĕсен порталĕнче пичетленĕ, халĕ вăл коррупцие хирĕç никама пăхăнман экспертиза иртет. Тепĕр çĕнĕлĕх – цирксене билет туянма икĕ пин тенкĕ лимит уйăрни. Маларах çĕршыв президенчĕ Владимир Путин правительствăна патшалăх циркĕсем «Пушкин картти» программăна хутшăнассине тивĕçтерме хушнă. Улшăнусене йышăнсан вĕсем 2026 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕç. «Пушкин картти» программа 2021 çулта пуçланнă. Вăл çамрăксене культура мероприятийĕсене çÿреме майсем туса парать, вĕсене театрсенче, музейсенче, концерт залĕсенче тата кинотеатрсенче иртекен культурăпа искусство пулăмĕсене явăçтарать.