Пушкăртстанри çуллахи лагерьсенче 270 пин ача каннă — 16 июля 2026 г. в 12:40:00.091
Пушкăртстанри çуллахи лагерьсенче 270 пин ача каннă Кăçалхи çул республикăра ачасен канăвне йĕркелеме 1800 ытла кану тата сывлăха çирĕплетмелли вырăн ĕçлет. Паянхи кун тĕлне вĕсенче 270 пин ача каннă тесе пĕлтернĕ правительствăн пĕрремеш вице-премьерĕ Урал Кильсенбаев. - Кану программисене кашни ачан кăмăлне тивĕçтермелле йĕркеленĕ: профильлĕ сменăсем, пултарулăх лабораторийĕсем ĕçлеççĕ, спорт ăмăртăвĕсемпе ăсталăх тĕпелĕсем иртеççĕ. Çав шута ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем те кĕреççĕ. Вĕсем валли хула тулашĕнчи 28 организацинче сменăсем йĕркеленĕ, пуян программа хатĕрленĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пурĕ 1312 ача каннă, - палăртнă Урал Кильсенбаев. Кăçал республика канма Донецк Халăх тата Луганск Халăх республикисенчен 600 ачана йышăнĕ. СВОна хутшăнакансен ачисене чăн малтан уйрăм тимлĕх уйăрĕç. Виçĕ пин ытла ача валли тÿлевсĕр профильлĕ сменăсем ĕçлĕç. Канакан çамрăксемпе 30 пин ытла ĕçчен ĕçлĕ, çав шутра 16,5 пин педагог тата 4 пине яхăн вожатăй. Сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кану валли 3 млрд тенке яхăн нухрат уйăрнă. Тăлăх ачасене те тимлĕх уйăрнă – лагерьсенче пурĕ 350 ача канĕ.