Çамрăк ăру йăла-йĕркесене пĕлсе, хисеплесе ÿстĕр — 16 июля 2026 г. в 11:00:04.722
Çамрăк ăру йăла-йĕркесене пĕлсе, хисеплесе ÿстĕр Июнь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнчи культура çуртĕнче «Çемье» район фестивалĕ шайĕнче «Çимĕк» ятпа брендлă мероприяти иртнĕ. Ăна Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Пушкăртстанри Пысăк та туслă çемье çулталăкĕсене халалланă. Йăла-йĕрке уявĕ хăй тавра чылай çын пухнă. Сумлă хăнасен шутĕнче Куюргазă район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Ляйсан Нуриахметова, «Йэшлек» районти культура керменĕн режисерĕ Александр Тарасов, «Агинэй» районти пушкăрт хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Тамара Малбаева, Куюргазă районĕнчи Обществăлла палатăн председателĕ Эльза Васильева, Ермолаево салинчи «Красноусольск хĕрĕсем» («Красноусольские девчата») чăваш вокал ушкăнĕ пулнă. Тĕплĕнрех пĕлме - vk.cc/cO7YRl