Хушăлка шкул вĕрентекенĕ - республикăри чи лайăх педагогсен шутĕнче — 24 июля 2026 г. в 10:16:23.126
Хушăлка шкул вĕрентекенĕ - республикăри чи лайăх педагогсен шутĕнче Пушкăртстанри вĕрентÿ тытăмĕнче педагогика ĕçĕнче çитĕнÿсем тунă вĕрентекенсене премисемпе чыслассипе çыхăннă конкурс вĕçленнĕ. Çулсерен çак сумлă професси смотрĕ пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли лапам пулса тăрать, унта çĕнтерни – педагогăн пысăк пахалăхлă ĕç палли. 2026 çулта 200 пин тенкĕлĕх премие тивĕçнĕ лауреатсен шутне Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕн биологипе хими вĕрентекенĕ Надежда Евдокимовна Васильева кĕнĕ.