Пушкăртстанра пĕлтерĕшлĕ регион трасси çине асфальт сарнă — 24 июля 2026 г. в 10:00:07.985
Пушкăртстанра пĕлтерĕшлĕ регион трасси çине асфальт сарнă ПР Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Элшей районĕнче Çтерлĕ-Раевка çулăн 6 çухрăмĕн участокĕнче асфальтобетон хурас ĕçе вĕçленĕ. Асăннă çул лаптакĕ Первомайское тата Уразметово ялĕсем çумăн иртет. 92 çухрăм тăршшĕ çул район центрĕпе хулана çыхăнтарать. Çÿлерех асăннă ведомство пĕлтернĕ тăрăх, кунта талăкне 16 пин ытла автомобиль иртет. Асфальт сарас умĕн çул-йĕр ĕçченĕсем кивĕ асфальта хăпăтса тикĕсленĕ. Халĕ, çиелти сийне хунă хыççăн, çул хĕррисене çирĕплетмелле, паллăсем лартмалла. Ĕçсене çулталăк вĕçлениччен пурнăçа кĕртмелле. Юсав ĕçне ирттерме «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕпе укçа-тенкĕ уйăрнă.