Ултавҫӑсем сусӑр хӗрарӑм ячĕпе 30 пин тенкӗлӗх кредитсем уçнă — 25 сентября 2026 г. в 09:00:04.326
Ултавҫӑсем сусӑр хӗрарӑм ячĕпе 30 пин тенкӗлӗх кредитсем уçнă Караидель районӗнче Пушкӑртстан прокуратури ултавҫӑсен серепине лекнĕ ял хӗрарӑмӗн прависене хӳтӗленӗ. Сусӑр хӗрарӑм палламан çынсем унăн ячӗпе 30 пин тенкӗлӗх икӗ кредит уçни пирки пӗлтернӗ. Хӗрарӑм кивҫен укçа илменнине, кредит договорӗ тума кодсем ярса паманнине пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем ултав ӗҫне тӗпчеме пуçланă. Прокуратура займ договорӗсене тӗрӗс мар тесе йышӑнма, ҫавӑн пекех шар курнӑ ҫын майлӑ мораль тӗлӗшӗнчен сиен кӳнине саплаштарма ыйтса ĕçе суда янӑ. Суд ырă йышӑну тунӑ.