Тольятти çынни Аслыкуле велосипедпа килсе çитнĕ — 25 сентября 2026 г. в 07:58:25.390
Тольятти çынни Аслыкуле велосипедпа килсе çитнĕ Анлă Атăл çинчи Толльятти хулинче пурăнакан Владимир Буйнов велотурист 500 çухрăм çула хыçа хăварса Аслыкуль кÿллине килсе çитнĕ. Çакăн пирки Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Александр Семенов пĕлтернĕ. «Велотурист Пишпÿлек районне те килсе çитнĕ. Вăл çĕршен çухрăма иртсе хăй палăртнă тĕллевсем патне малалла ăнтăлать. Владимир каласа панă тарăх, пирĕн çĕрсем илемлĕ те çут çанталăкпа пуян. Хайĕн тус-пĕлĕшĕсене çакăнпа паллаштарни – пирĕншĕн усăллă та кирлĕ реклама» - тесе çырнă Александр Семенов. Справка. Аслыкуль Пушкăртстанри чи пысăк кулĕ шутланать. Унăн лаптăкĕ 23,5 тăваткал çухрăмпа танлашать: тăрăшшĕ - 7-8 çухрăм, сарлакăшĕ – 3,3-4,8. Вăтам тарăнăшĕ 5,1 метра çитет пулсан, чи тарăн вырăнсенче – 8-8,1 метр. Пĕтĕмĕшле унта 119 млн кубла метр шыв упранать. Кÿлĕ Давлекан хулинчен çурçĕр-хĕвеланăç енче 27 çухрăмра вырнаçнă.