Раççей Президенчĕ Пушкăртстан çыннисене патшалăх наградисемпе чысланă — 30 сентября 2026 г. в 05:30:05.550
Раççей Президенчĕ Пушкăртстан çыннисене патшалăх наградисемпе чысланă Владимир Путин тивĕçлĕ хушăва алă пуснă. Документпа килĕшÿллĕн ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Президенчĕн Хисеп хучĕпе ПР Правительствин аппарачĕн ертÿçин çумне Михаил Койдана тата республикăри «БУРИНТЕХ» наукăпа производство предприятийĕн программа управлениллĕ станоксемпе манипуляторсен аслă наладчикне Сергей Петрикова чысланă. Унсăр пуçне РФ Президенчĕн Тав çырăвне «НижнеТатьинская птицефабрика» ООО слесарь-операторĕ Алексей Шамтиев тивĕçнĕ.