Пушкăртстанри çул çинче мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă
Пушкăртстанри çул çинче мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă ПР Транспорт министерстви Абзелил тата Белорецк районĕсенчи пĕр çула хупни çинчен пĕлтернĕ. «Октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче ирхи 08.15 сехетрен пуçласа çанталăк условийĕсем начарланнине пула (юрпа çумăр çăвать, çул пăрлакланнă, умри çул курăнмасть) Абзелил тата Белорецк районĕсенчи Çтерлĕ – Белорецк – Магнитгорск çул çинче (Белорецкпа Муракаево хушшинчи çул пайĕ) мĕнпур транспортсене çÿреме чарнă»,- тесе хыпарланă республикăри Транспорт министерствинче. Асăннă çула хăçан уçасси пирки каярах пĕлтерĕç. Васкавлă пулăшу службин телефонĕ – 112.