Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ
Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ Давлекан районĕнчи Канчăлав ялĕнче наци тумĕсемпе юрă-кĕвĕ йăли-йĕркисем ăруран-ăрăва куçаççĕ. Кадыргулово ял Канашне кĕрекен Канчăлав – пысăк та илемлĕ ял. Кунта туслă та тараватлă, пултаруллă халăх пурăнать. Истори справкисем тăрăх, яла XVIII ĕмĕр вĕçĕнче (ытти даннăйсем тăрăх 1810 çулта) Пелепей уесĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакансем пуçарса янă. 1865 çулта 26 килĕре 124 çын пурăннă. Çынсем ытларах çĕр ĕçĕ тунă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. 2026 çулхи кăтартусем тăрăх халăх шучĕ 420 çынпа танлашать. Вĕсенчен 97 проценчĕ – чăвашсем. Кунта пурăнакансем хăйсен наци йăли-йĕркисене питĕ типтерлĕн упраççĕ. Вырăнти культура çуртĕнче пĕрремĕш çул çеç мар «Мерчен» юрă ушкăнĕ ĕçлет. Унăн репертуарĕнче хальхи кĕвĕсемпе юрăсем те, авалхисем те пур. Ансамбль йышĕнче ултă хĕрарăм: Наталья Калмыковапа Наталья Иванова, Лидия Прокопьевапа Вера Петрова, Людмила Кузьмина тата ушкăн ертÿçи, вырăнти культура çурчĕн заведующийĕ Ольга Акпасова. Ку – малтанхи юрăçăсем вырăнне килнĕ çамрăкрах йыш, вĕсем те авалхи йăласене малалла тăсаççĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/