Гриппа чирлес мар тесен…
Гриппа чирлес мар тесен… Хальхи вăхăтра ОРВИпе тата гриппа чирлессинчен, ытти вируссем тапăннинчен мĕнле сыхланмалла? Прививка туни мĕнпе пулăшать? Çак тата ытти ыйтусем çине Республикăри клиника инфекци больницин тĕп тухтăрĕ Азат Мухаметзянов хуравлать. – Азат Мунирович, кăçалхи эпидеми сезонĕнче мĕнлерех прогноз? Вăл ытти çулхисенчен уйрăлса тăрать-и? – Республикăра респираторлă инфекцисемпе çыхăннă эпидеми лару-тăрăвĕ йĕркеллех. Чирлекенсен шучĕ ÿсни палăрать. Ку вăл çитĕннĕ çынсемпе ачасем отпусксемпе каникулсенчен хăйсен коллективĕсене таврăннипе, çынсем пĕр-пĕринпе хутшăннипе çыхăннă. Вируссемшĕн вара çакă аталанмалли чи лайăх услови пулса тăрать. Грипп сезонĕн хĕрÿлĕхĕ (интенсивность) ытти çулсемпе танлаштарсан ÿсмĕ. 2026-2027 çулсенчи эпидеми сезонĕнче штамсем (чир тĕсĕ) улшăннипе вакцинăсене те çĕнетмелле пулчĕ. Мĕнпур штамсене вакцина шутне кĕртнĕ. Вакцинăсем кирлĕ чухлĕ пур, регионсене туллин тивĕçтереççĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/