Пушкăртстанри шкулта маччан пĕр пайĕ вĕренекен çине йăтăнса аннă
Пушкăртстанри шкулта маччан пĕр пайĕ вĕренекен çине йăтăнса аннă Раççейри Следстви комитечĕн Пушкăртстанри следстви управленийĕ Иглин районĕнчи Кудеевский ялĕнчи шкул директорĕ ÿрĕк-сÿрĕк (халатность) ĕçленине тĕрĕслет. Следстви комитечĕн регионти следстви управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, малтан массăлла информаци хатĕрĕнче вĕрентÿ учрежденинче саккăрмĕш класра вĕренекен ача çине маччан пĕр пайĕ татăлса анни çинчен çырса кăтартнă. Ача суранланман. Çавăн пекех материалта вĕрентÿ çурчĕ хăрушсăрлăх нормисене тивĕçтерменни тата юсав ĕçĕсем ирттермелли çинчен те çырнă. Шăпах çакă процессуалă тĕрĕслев ирттерме хистенĕ. Халĕ следовательсем должноçри çынсем хăйсен тивĕçĕсене ÿрĕк-сÿрĕк пурнăçланине тишкереççĕ. Пулса иртнĕ пăтăрмахăн сăлтавне уçăмлатас тесе комплеслă тĕрĕслев мероприятийĕсем ирттереççĕ. Паллах, хăрушсăрлăх нормисене пăхăннине те хак парĕç. Каярах пĕтĕмлетсе йышăну тăвĕç.