Вĕрентекен, общество хастарĕ, йăла-йĕрке управçи
Вĕрентекен, общество хастарĕ, йăла-йĕрке управçи Унăн пурнăçĕ тĕрлĕ вăхăтпа вырăна пĕрлештерет тейĕн: тăван ялĕнчи ачалăх, Шупашкар хулинчи студент çулĕсем, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче, гимназире, «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче ĕçлени тата нумай çул хушши культура пĕрлĕхне ертсе пыни. Çаксене пурне те пĕр тĕп япала – тăван чĕлхемĕрпе культурăна тата çуралса ÿснĕ çĕр-шыва юратни çыхăнтарса тăрать. Шăпах çакăн пек çын вăл Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕн вĕрентекенĕ Алексей Анатольевич Емельянов. Çак кунсенче вăл 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Алексей Емельянов сăваплă та пархатарлă Пушкăртстан çĕрĕ çинчи Пишпÿлек тăрăхне кĕрекен Кистенлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсен çемйинче аслисене хисеплесси, пулăшасси ахаль сăмах çеç мар, кулленхи пурнăç пулнă. Амăшĕ доярка пулса ĕçленĕ, ашшĕ малта пыракан механизатор пулнă, бригадирта тăрăшнă. Емельяновсем тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене пĕлÿ панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Алёша çемьере кĕçĕн ывăл пулса çитĕннĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне мĕн пĕчĕкренех хуçалăхри ĕçсене тума пулăшса пынă. Арçын ача ултă çултах ĕне сума пĕлнĕ, уроксем хыççăнах уй-хире ашшĕ патне васканă. Вăл виççĕмĕш класранах «Кировец» трактора шанчăклăн тытса пыма пĕлнĕ, ÿсерехпе техникăна сÿтсе пуçтарма вĕреннĕ, тимĕре шăратса çыпăçтарас ĕçе алла илнĕ, йывăçран тĕрлĕ япала ăсталама юратнă. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/