Республикăри вăтам ĕç укçи 78 200 тенке çитнĕ
Республикăри вăтам ĕç укçи 78 200 тенке çитнĕ Пушкăртстанри статистика ĕçченĕсем регионти вăтам ĕç укçине палăртнă. Вăл, январь-июль уйăхĕсенчи кăтартусене илес пулсан, 78 200 тенкĕпе танлашнă. Çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе пăхсан 8,3 % пысăкрах. Йалана кĕнĕ тăрăх, чи пысăк ĕç укçи çĕр айĕнчи пуянлăха кăларакансен, кокс тата нефтьрен таварсем тăвакан, хими производствинче ĕçлекен, компьютерсем, электрон тата оптика таварĕсем пухакан, электричество хатĕрĕсем пуçтаракан сферăсенче палăрнă. Çавăн пекех информаципе çыхăну, финанспа страхлав ĕçĕсенче, наука тĕпчевĕнче тăрăшакансен шалăвĕ те пысăк – вăтамран уйăхне 100 пин тенкĕ ытла илеççĕ. Çав вăхăтрах регионта чи пĕчĕк ĕç укçине малтанхи пекех тир тăвакансемпе тиртен тĕрлĕ япаласем хатĕрлекенсене тÿлеççĕ – уйăхне вăтамран 33 пин тенкĕ. Вăрманçăсемпе вăрман хатĕрлекенсен, полиграфистсен кăшт пысăкрах – 40 пин тенкĕпе танлашать тесе пĕтĕмлетнĕ статистика ĕçченĕсем.