Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтеретпĕр
Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтеретпĕр Авӑркас районĕнчи Таштамак ялӗнчи культура çуртĕнче ятарлӑ çар операци участникĕсен ҫемйисемпе тата М.Шаймуратов штабӗн волонтерӗсемпе «Хамӑр ҫемье» ятлă ăшă тӗлпулу иртрӗ. Мероприятие Пысӑк та туслӑ ҫемье çулталӑкне халалланӑ. Тӗлпулӑва ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, вырӑнти хӗрарӑмсен Канашӗн председателӗ Минсара Федорова уҫрĕ. Паян вӑйлӑ салтаксем хыҫӗнче тата та вӑйлӑрах ҫынсем – вĕсен амăшĕсем, мăшăрĕсем, волонтерсем – тӑраҫҫӗ. Вӗсем çывăх çыннисене чӗререн юратаҫҫĕ, пĕтĕм вăйĕсене хурса тĕрлĕ майпа – укçа-тенкĕ, апат-çимĕç пухса, маскировка сечĕсем çыхса – пулăшаççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче фронта уйрăмах хастар пулӑшакансене Тав ҫырӑвӗсемпе чысларĕç. Вӗсен хушшинче салтаксен амӑшӗсем те пур: Елена Степанова, Ирина Степанова, Ольга Петрова, Галина Спиридонова тата Елена Кириллова. Районти М.Шаймуратов ячӗллĕ волонтерсен штабне тата хӗрарӑмсен Канашне ертсе пыракан Нелли Сидорова çĕнтерĕве çывхартма пулăшакансене ăшă сӑмахĕсем каласа чунтан тав турĕ. Тĕплĕнрех пелме - https://ursassi.ru/