Пукрав ăшши хупас
Пукрав ăшши хупас Паян, октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче - Пукрав кунĕ. Тĕн календарĕпе пысăк уяв. Çак кун чӑваш халӑхӗ кӗркуннепе хӗл тӗл пулнине паллă тунă. Чӑвашсен уява авалхи вун иккӗмӗш ӗмӗртен таса Турӑ Амӑшӗ Сыватнӑ уяв пек уявлама пуҫланӑ. Ярмăрккӑсемпе ӗҫкӗ-ҫикӗсене анлӑн уявланă, кӗрхи туйсене ун тĕлне килтернĕ. Çав уявран хӗрсен каҫхи улахӗсемпе кӗрхи туй тапхăрĕ пуҫланнă. Уяв ятне халӑх этимологийӗ хӗллехи сивӗсем ҫывхарнине кӑтартса, ҫӗре хупласа тӑракан пӗрремӗш юрпа ҫыхӑнтарнă. Пукрав кунĕ хĕрарăмсен кукăль пĕçерес йăла пур. Пукрав ăшшине кукăль ăшне хупса хăвартăм, теççĕ. Пукрав кунĕ ваттисем, хĕлле пӳрт ăшă пултăр тесе, пӳртĕн мĕн пур шăтăкĕсене мăк чиксе çӳренĕ, чӳречесене тăм сĕрнĕ, пӳрт аяккисене навус тăкнă. Çакна Пукрав ăшши чикни, е Пукрав ăшши хупни тенĕ. Пурне те Пукрав кнĕ ячĕпе саламлатпăр. Таса Турă Амашĕ сирен çемйĕрсене хÿтелетĕр, пурнăçра петĕм лайăххипе телей çеç пултăр.