Марина Ильина Раççей наградине тивĕçнĕ
Марина Ильина Раççей наградине тивĕçнĕ Нумаях пулмасть эпир Вĕрентекен кунне паллă турăмăр. Ăна халалланă савăнăçлă мероприятисем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртрĕç, çав шутра Ермеккей районĕнче те. Паллах, кун пек чухне ĕçре çитĕнÿсем тунисене чысласси йăлана кĕнĕ. Октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче иртнĕ савăнăçлă пухура Ермеккейĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн филиалĕн – Эрехĕрри шкулĕн вĕрентекенне Марина Ильинана «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă. Марина Станиславовнан педагогика сферинчи ĕç стажĕ 30 çулпа танлашать. Вăл çамрăк чухне ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Пелепей педагогика училищинче чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ, пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулса тăнă. Ун хыççăн пĕлĕве Пушкăрт патшалăх университетĕнче анлăлатнă, вĕрентÿ тытăмĕнче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене асăнса хăварар: 2021 çулта педагогика ĕç-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿ тунăшăн конкурс Дипломне тата 200 пин премие тивĕçнĕ, иртнĕ çул районти «Çулталăк учителĕ – 2025» конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнă. Кăçал вара пултаруллă вĕрентекене черетлĕ награда кĕтнĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/