КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 13.09.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 13.09.2026ç. Парăр юратнă юрăçшăн хăвăр сасса, кайри малта пулĕ вара. Сасăлав йӗрки питӗ ансат. Вăл кашни эрнере иртет. Вырсарникун пуҫланать те ҫитес эрнекунччен пырать. Ҫак тапхăрта эсир Чăваш радион социаллă ушкăнӗсене кӗрсе хăвăра килӗшекен юрăсемпе юраҫсемшӗн сасăлама пултаратăр. Эпир «ВКонтактере» тата «Одноклассникинче» пур. Сасăлав тÿлевсӗр. Пурне те хапăл тăватпăр. Ҫавăн пекех Чăваш радион МАКС-каналне йыхравлатпăр. Унта эсир хальлӗхе пирӗн кăларăма итлеме пултаратăр. Тен, ҫавăн хыҫҫăн сирӗн пултаруллă юрăҫсене хавхалантарс килсе каять. 10-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Федоров, «Чунҫунтармăш» 9-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 8-мĕш вырăн – Наталья Петрова, «Ирхи шуҫăм» 7-мĕш вырăн – Анастасия Виноградова, «Ан яр» 6-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 5-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 4-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 3-мĕш вырăн – Диана, «Малалла» 2-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 1-мĕш вырăн – Наталия Степанова, «Чунра ҫунать юрату» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче авăн уйăхĕн 18-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Пĕтĕмлетÿсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Унсăр пуçне, «Чӑваш радио - Радио Чувашии» ушкăн MAXра та пур, хутшăнăр! https://max.ru/channel_chradio Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!