Экспертсем 2 пин ытла ыйтупа йышӑнма ӗлкӗрнӗ
Экспертсем 2 пин ытла ыйтупа йышӑнма ӗлкӗрнӗ Республикӑра регион ертӳҫи Олег Николаев пуҫарӑвӗпе 2025-мӗш ҫултанпа "Мирлӗ пурнӑҫа утӑм" проект пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн тӗрлӗ ведомствӑри специалистсем час-часах хуласене, округсене тухса ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисен ыйтӑвӗсене татса пама пулӑшаҫҫӗ. Хальхинче тӗлпулу Шупашкарти 64-мӗш шкулта иртрӗ. Ҫак таранччен 60 ытла ҫӗре ҫитнӗ пулӑшу десанчӗ. Юлашки вӑхӑтра эрнере икшер хут ҫула тухни те пулнӑ. Пуҫару тӗллевӗ - фронтран таврӑннӑ ветерансене лӑпкӑ та мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхма пулӑшасси, вӗсен ҫемйисем умне тухнӑ йывӑрлӑхсене татса парасси. Паянхи кун тӗлне экспертсем 2 пин ытла ыйтупа йышӑннӑ.