Чӑваш тӗррин музейӗнче "Куҫӑм" ятпа ҫамрӑк ӳнерҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ
Чӑваш тӗррин музейӗнче "Куҫӑм" ятпа ҫамрӑк ӳнерҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ Пилӗк художник пурнӑҫ юххине, вӑхӑт вӗҫӗмсӗр ылмашнине ҫӗнӗлле куҫпа кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш тӗнчекурӑмӗнче авалтан ӳкерӗнсе юлнӑ ҫулталӑк ҫаврине, пурнӑҫпа вилӗм хушшинчи кун-ҫула тӗрлӗ меслетпе сӑнарланӑ вӗсем. Курав тӗрлӗ енлӗ: кунта керамика та, ҫуллӑ сӑрӑпа графика ӗҫӗсем те, фотоӗҫсемпе видеоарт та, тарӑн инсталляци те пӗр-пӗрне чӑрмантармасӑр ҫураҫуллӑн вырнаҫнӑ.
117 просмотров
Канал в каталоге Максиметера
135 подписчиков