Кӗнеке пуян содержаниллӗ те кӑсӑклӑ пулса тухнӑ
Кӗнеке пуян содержаниллӗ те кӑсӑклӑ пулса тухнӑ "Хыпар" хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ май тата республикӑра чӑвашла тата вырӑсла ҫыракан пирвайхи пулас журналистсене вӗренме илнӗренпе 60 ҫул иртнине тӗпе хурса Николай Григорьев "Светить всегда" ятпа кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Николай Алексеевич шӑпах малтанхи студентсен ретӗнче пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин информаципе пичет министрӗ пулнӑ, пирӗн телерадиокомпанин тилхепине 10 ҫул тытса пынӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗ аса илнӗ тӑрӑх, республикӑна журналистсем Мускавра, Ленинградра, Хусанта диплом илнӗ хыҫҫӑн килнӗ. Хамӑр патра факультет мар, професси паракан уйрӑм та пулман. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ыйтнипе, Чӑваш Ене ҫав вӑхӑтра ертсе пынӑ Семен Ислюков ҫине тӑнипе Чӑваш патшалӑх университетӗнче калем ӑстисене хатӗрлеме пуҫланӑ. Пӗрремӗшсен ретӗнче 50 ҫын пулнӑ. Каярах уйрӑм факультет уҫӑлнӑ. Николай Григорьев чӑваш журналистики республикӑра епле аталанса пынине тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Канал в каталоге Максиметера
135 подписчиков