Загружаем публикацию…
Мы используем файлы cookie для работы сайта и аналитики посещаемости. Подробнее в Политике обработки данных и Правилах.
«Çемьери урăлăх – килти телей» Сывă пурнăç йĕрки тени нумайăшĕшĕн типĕ медицина факчĕсемпе, «Ĕçни – сывлăха сиен кÿрет» текен кичем лекцисемпе тата йăлăхтарса çитернĕ кăмăл-сипет воспитанийĕпе çыхăннă. Анчах Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай вулавăш библиотекарĕ Сания Архиповапа ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем Людмила Алексеевапа çак йĕркесен авторĕ урăлăх вăл чарусем çеç мар, çивĕч ăс-тăн, çирĕп хутшăнусем тата телейлĕ пурнăç еннелле тунă пĕрремĕш утăмсем пулнине çирĕплетме шутларĕç. Çак тĕллевпе вĕсем ялти урамсенче «Çемьери урăлăх – килти телей» акци йĕркелесе ирттерчĕç. Йĕркелÿçĕсем вырăнта пурăнакансем валли «Чăнлăх е юмах?» ăс-хакăл викторини хатĕрленĕ. Унта хутшăнакансем «алкоголь хуйха-суйха çĕнтерме пулăшать» текен халăх хушшинче çирĕпленнĕ ăнлава сÿтсе яврĕç, шÿтлĕ ыйтусем урлă пуç мимипе ÿт-пÿ епле ĕçленине тĕпчесе пĕлчĕç. Акцие хутшăннă кашни çыннах буклет парнелерĕç. Унта ушкăнпа пĕрле пуçтарăнсан ĕçессинчен епле майпа пăрăнса юлмалли, алкоголь сиенĕ тата сывлăхлă пурнăç патне туртăнакан çынсене пулăшмалли çинчен калакан питĕ кирлĕ информаци тупма пулать. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Территория Озерск 74
ТТВ | Тихоокеанское телевидение
Тамбовский муниципальный округ
Подслушано Миасс
Таймыр – сердце Арктики
Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.