Çĕршыв хÿтĕлевçин çĕнĕ технологисене лайăх пĕлмелле — 26 сентября 2026 г. в 10:00:05.408
Çĕршыв хÿтĕлевçин çĕнĕ технологисене лайăх пĕлмелле «Хакер» хушма ятлă Григорий Пелепей хулинче çуралнă. Вун пиллĕкмĕш номерлĕ шкул пĕтернĕ хыççăн вырăнти машина тăвакан техникумра професси алла илнĕ. Ятарлă çар операцине хутшăниччен вăл «Северная Нива Башкири» предприятинче механизатор пулса ĕçленĕ. Арçын мирлĕ пурнăçри ĕçне ăшшăн аса илет, коллектив туслă та пĕр шухăшлă пулнине палăртать. «Хакер» фронта мобилизаци мелĕпе лекнĕ. Повестка килсен пĕр шухăшламасăр çар комиссариатне çитнĕ. БПЛА взводне хăй ирĕкĕпе тăнă. Технологисемпе, çĕнĕ техника йышăнăвĕсемпе тата çапăçăва ертсе пымалли хатĕрсемпе кăсăкланни унăн йышăнăвне çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/