Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи
Вĕрентекенсене халалланă сенкер чăрăшсен аллейи Вĕрентекен профессийĕ мĕн авалтан тĕнчере чи хисеплисенчен пĕри шутланнă. Пурнăçĕсене вĕрентĕве халалланă çынсен хушамачĕсемпе урамсене ят параççĕ, скульптурăсем лартаççĕ. Çĕршывра учительпе çыхăннă архитектура композицийĕсем те сахал мар. Раççейри чылай хулара чултан тата тимӗртен тунă вĕрентекен сăнарне вырнаçтарнă. Халĕ Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмара та тĕнчери чи пархатарлă професси çыннисене халалланă аллея пур. Аллейăна лартас шухăша Раççейри Халăх фрончĕн пайташĕ, Суук-Чишма шкулĕнчен вӗренсе тухнă Георгий Афанасьевич Прокопьев (сăн ÿкерчĕкре) хускатнă. Ырă та пĕлтерĕшлĕ мероприятие педагогика ӗçӗн ветеранĕн, 1943-1965 çулсенче шкул заведующийĕ пулса ĕçленĕ Елена Алексеевна Васильеван мăнукĕ, вырăнти шкул выпускникĕ Евгений Васильев йĕркеленĕ. Ял çыннисем пухнă укçа-тенкĕпе сенкер чăрăшсен хунавĕсене туяннă. Çак кун шкул территорийӗнче 34 çамрăк йывăç – пурнăç, аса илÿ, тав тата ăрусен çыхăнăвĕн паллисене – лартрĕç. Аллейăна уçас мероприятире Подлубовский ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Павел Пожидаев хутшăннă. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/