Çул çинче лашапа çыхăннă инкекре виçĕ çын сиенленнĕ
Çул çинче лашапа çыхăннă инкекре виçĕ çын сиенленнĕ Гафури районĕнче çамрăк водитель «Лада Приора» автомобильпе лаша çине пырса кĕнĕ. Пăтăрмаха пула виçĕ çын суранланнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри патшалăх автоинспекцийĕ. Авари Архангельск - Краноусольск автоçулăн 36-мĕш çухрăмĕнче пулса иртнĕ. Çул çитмен çамрăк лашана пырса тăрăннă та кювета анса кайнă. Инкеке пула водитель тата икĕ 18 çулхи пассажир суранланнă. Вĕсене пурне те васкавлă медицина пулăшăвĕ пама больницăна илсе каймалла пулса тухнă. Пулса иртнĕ ĕç-пуç пирки пакунлă çынсем тĕрĕслев ĕçĕсем ирттереççĕ, инкекĕн сăлтавне уçăмлатаççĕ.